Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ӳслĕк чирĕ алхасать

Сирĕн тĕпренчĕкĕре ӳслĕк аптăратать-и? Вăл нумай вăхăт хушши иртмест-и? Сыватмăша васкăр. Ку Чăваш Енре сарăлакан коклюш чирĕ пулма пултарать. Ытларах чухне вăл çулталăкченхи ачасене аптăратать.

Коклюш француз чĕлхинчен «Автан кăшкăрни» тесе куçать. Шăпах унпа чирлекенсем çак чĕр чун сас панă пек ӳсĕреççĕ. Коклюш – сывлăш тумламĕпе ерекен инфекци чирĕ. Вахăтра шур халатлисем патне каймасан бактериллĕ ӳпке чирĕсем пуçланса каяс хăрушлăх пысăк. Коклюш çаклатнă ача хайне лайăхах туйма пулатарать, ăна сунас, ӳт температури кăшт хăпарни тата типĕ ӳслĕк канăç памасть. Вăл вăхăт иртнĕ май вăйланса пырать.

ОКСАНА ЯКОВЛЕВА: «Ачасене вăйлă типĕ ӳслĕк аптăратать. Икĕ уйăх та пулма пултарать. Коклюш чирĕпе чирлес мар тесен национальный календарь прививокпа килĕшӳллĕн прививка тумалла. Енчен те сирĕн ача вăрăм вăхăт ӳсĕрет пулсан тухтăр патне каймалла».

Аслисем коклюшпа сайра хутра чирлеççĕ, вĕсене амак лексен те çăмăллăн иртсе каять. Чăваш Енре кăçал 10 уйăхра 46 хут çак чире çаклатнине тупса палăртнă. Вĕсенчен Комсомольски, Муркаш, Шупашкар, Çĕмĕрле, Етĕрне тăрăхĕсенче пĕрер, Канашпа Улатăрта икшер, Çĕнĕ Шупашкарта вуннă, Шупашкарта çирĕм çиччĕ. Коклюшран пепкесене 3, 4, 5, тата 6 уйăхсенче прививка тăваççĕ, тепĕр хутчен вара çулталăк çурăра. Ашшĕ-амăшĕн çакна пĕлсе тăмалла: сыхлăх эмелне яртарнă шăпăрлансем чире çăмăлрах ирттерсе яраççĕ.