Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Республикӑра СПИД чирне хирӗҫ кӗрешмелли эрнелӗх пырать

Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче СПИД чирне хирӗҫ кӗрешмелли Пӗтӗм тӗнчери кун. Ҫавна май ҫак эрне тӑршшӗпех Чӑваш Енре тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ. Вӗсен тӗп тӗллевӗ - хӑрушӑ чир сарӑлассине чакарасси, унран мӗнле сыхланмаллине пӗлтересси тата сывлӑха тӗпчесси.

Ҫулсерен республикӑра ВИЧ-инфекципе 300-е яхӑн ҫын аптӑрать. Юлашки кӑтартусем тӑрӑх, чирлекенсен ытларах пайӗ - 30 ҫултан пуҫласа 60 ҫулчченхи тата унран та аслӑрах вӑйпитти, ҫемьеллӗ арҫынсем. Ҫак кунсенче Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче волонтерсемпе студентсем, медицина ӗҫченӗсем флешмоб йӗркелерӗҫ, хӗрлӗ хӑюран чирӗн паллине сӑнларӗҫ. Ӑна 1991-мӗш ҫулта Франк Мур ӳнерҫӗ шутласа кӑларнӑ. Ҫакӑнтах кашни кӑмӑл тӑвакан экспресс-анализ тума пултарчӗ. Ӑна тӳлевсӗр, ята пӗлтермесӗр кӗске вӑхӑтра тӑваҫҫӗ. Ҫакӑн валли суту-илӳ центрӗнче шалта тата тулта ятарлӑ лаптӑксем йӗркеленӗ.

Акцие йӗркелеме пулӑшнӑ ҫамрӑксем хушшинче те сывлӑхне тӗрӗслеттерме кӑмӑл тӑвакансем пулчӗҫ. Ку чире хирӗҫ кӗрешмелли мероприятисем эрнипех иртеҫҫӗ. Тухтӑрсем предприятисемпе аслӑ тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенисене те ҫитеҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вара Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче конференци иртӗ.

ВИЧ пуррипе ҫуккине тӳлевсӗрех Чӑваш Енри СПИД центрӗнче тӗрӗслеме пулать. Вӑл Шупашкар хулинчи Ленин проспектӗнчи 32-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑ. Ҫавӑн пекех ытти медицина учрежденийӗнче те ку анализа тӑваҫҫӗ.


Оксана Верликова, Димитрий Макаров



ГТРК
29 ноября 2023
13:29
Стоп ВИЧ/СПИД
Поделиться