Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чир-чĕртен асăрханăр

ВИЧ, СПИД. Ку сăмахсене илтсенех чĕре кăлт! тăвать. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче тĕнчипех хăрушă чирпе кĕрешмелли кун. Ăна 1988-мĕш çултанпа паллă тăваççĕ. Çак кун ВИЧ чи хăрăшу чирсенчен пĕри пулнине тепĕр хут палăртаççĕ, унран асăрханмаллине тата вăхăтра сывалмаллине аса илтереççĕ. Чăваш Енре чир-чĕрпе кĕрешмелли куна халалласа республикăри сыватмăшсем те акци ирттереççĕ. Шупашкарта пурăнакансем тӳлевсĕрех хăйсен сывлăхне тĕрĕслеме пултараççĕ. Тухтăрсем пӳрнерен юн илсе ятарлă хатĕр çине хураççĕ. Тест пĕтĕмлетĕвĕсене вара тӳрех пĕлме май пур.

ИРАИДА ФЕДОРОВА: “Эпир тата 1-мĕш декабрьте флешмоб ирттеретпĕр. Пĕтĕм çынсене экспресс-тестпа тĕрĕслетпĕр. Пурне те анализ пама йыхравлатпăр. Пĕр анализпа пирĕн диагноз лартмаççĕ. Çынсем пирĕн больницăна татах та малалла тĕрĕслеме килеççĕ. Çулталăкра пĕрре çыннăн анализ ВИЧ тĕрĕслесе пĕлмелле”.

Республикăри кăтарту тăрăх, çыннăн иммунитетне хавшатакан вирус çаклатакансем – ытларах арçынсем. Шел те, ĕçлекен халăх. Чирлекен хĕрарăмсем те сахал мар. Аптракансен 40-60 проценчĕ. Вирус çынран çынна çăмăллăнах ерме пултарать. Ăна пула çын иммунитечĕ япăхланать. Кĕлеткере CD4-клеткăсем вилсе пыраççĕ. Темиçе çултан вара лару-тăру татах та начарланать. Çын организмĕнче урăх чирсем ĕрчеме пуçлаççĕ. Çапах, ВИЧ-ран тĕппипех сывалса пĕтеймесен те, кирлĕ эмелсем вăхăтра ĕçсе тăрсан пурăнас шанăç самаях пысăкланать. Çавăнпа тухтăрсем çак чиртен хăрама тата ыттисем ан пĕлччĕр тесе пытанса пурăнма сĕнмеççĕ. Сывлăха çур çулта пĕрре тĕрĕслесе тăма ыйтаççĕ. Çакна вара çитĕнекен ăру лайăх пĕлет. – Эпĕ çак теста пурин те парса хăйсен сывлăхне тĕрĕслемелле тесе шутлатăп. Суту-илӳ центрĕнче çеç мар, урамра иртсе çӳрекенсем те тĕрĕсленме пултараççĕ. Унта ятарлă газель ларать. Çынсем сыватмăшсене каймасăрах хăйсен сывлăхне пĕлеççĕ. 

 



29 ноября 2023
11:02
Стоп ВИЧ/СПИД
Поделиться