Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Вăхăтра сывалмалла

21-мĕш ĕмĕрте медицина самай аталанчĕ пулин те, тĕрлĕ сăлтава пула пур-пĕрех чирлĕ çуралакансем пур. Хăш-пĕрисенчен сывалма вара операци тумасăр шанăçĕ сахалрах. Кĕçĕн çулта сывлăха тимлĕх уйăрмасан пуласлăхра йывăрлăхсем пулаççĕ. Чăваш Енри федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче 2 çулхи арçын ачана чиртен çăлчĕç.