Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Республикӑри инкеклӗ медицина центрне тӗллевлӗ вӗреннӗ тухтӑрсем ӗҫе вырнаҫнӑ

Медицина учрежденийӗсенче кадр ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑрать. Специалистсем ялсенче кӑна мар, хуласенче те ҫитмеҫҫӗ. Ҫавна май ҫӗршывра «Земство тухтӑрӗ, «Земство фельдшерӗ» программӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ тата студентсене тӗллевлӗ хатӗрлеҫҫӗ. Ҫак майсемпе пирӗн республикӑра та анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Нумай пулмасть инкеклӗ медицина центрне 16 ҫамрӑк ӗҫе вырнаҫнӑ.

Линда Никишкина  6 ҫул Чӑваш патшалӑх университетӗнче медицина факультетӗнче вӗреннӗ. Кӑҫал хӗр ординатура пӗтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл 8 ҫул ӗҫ опытне республикӑри инкеклӗ медицина центрӗнче туптанӑ. Халӗ вара ӑна врач ӗҫне шанса панӑ.

Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн тухтӑрӗ - професси кӑна мар, пӗтӗм пурнӑҫ. Вӗсен хирург та, педиатр та пулма тивет. Тӗмле йывӑрлӑхпа та тӗл пулаҫҫӗ. Кӑҫал республикӑри инкеклӗ медицина центрне тӗллевлӗ майпа 12 фельдшер тата 4 врач килнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн тухтӑрӗсем, теприсем  врач-реаниматологсем. Студентсене пӗрремӗш курсранах ӗҫе хӑнӑхтарса пынӑ. Тин алла диплом илнӗ ҫамрӑксем хӑйсем тӗллӗн ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ.


Диана Иванова, Татьяна Иванова, Екатерина Янгалакова



ГТРК «Чувашия»