Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Туканашра - çамрăк фельдшер

Муниципалитетсенчи сыватмăшсенче çамрăк специалистсем нумайланса пыни куç кĕрет. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Туканаш ялĕнчи халăха çамрăк фельдшер Артем Барашкин йышăнма пуçларĕ.

Туканаш ялĕнчи çынсене халиччен Атнар салинчи медицина ĕçченĕсем сипленĕ. Халĕ вара вĕсен хăйсен фельдшер пур. 25 çулти Артем Барашкин Патăрьел тăрăхĕнчен. Шкул хыççăн каччă Шупашкарти медицина колледжĕнче ăс пухнă. Кăçал вара «Земство фельдшерĕ» программăна усă курса вăл яла ĕçлеме килнĕ. Патшалăх уйăрнă укçапа – 500 000 тенкĕпе – вăл хăйĕн пĕлĕвне аталантарать, аслă пĕлӳ илет.

АРТЕМ БАРАШКИН: «Яла «Земский фельдшер» программăпа килтĕм. Ялта ĕç нумай. Кунта Таканаш ялĕнче 300 çын пурăнать. Кашни кун ман пата çынсем килеççĕ. Эпĕ вĕсене сиплетĕп, уколсем, прививкăсем тăватăп. Ялта специалистсем çитмеççĕ, эпĕ хамăн ĕçпе урăх врачсене тĕслĕх кăтартасшăн. Яла килме хăрамалла мар, кунта çынсем сĕре лайăх».

Чирлĕ çынсем патне çитмелле, укол тумалла, эмельсем çырса памалла, чире вăхăтра тупса палăртмалла. Çак ĕçсене çăмăллăнах пурнăçлать çамрăк фельдшер. Аптраса ӳкнисене пĕрремĕш пулăшу пама çĕрле те каясси пулать. Унсăр пуçне чирлекенсен сывлăхне киле кайса та тĕрĕслесе тăмалла.

ЗОЯ КОНДРАТЬЕВА: «Артем Николаевич питĕ лайăх çын. Эпир сипленме çӳретпĕр, пире лайăх сиплет. Артем Николаевич пире сипленишĕн эпир савăнатпăр».

«Ялта тăрăшса укçа ĕçлесе илме май пурри – питĕ аван. Çынсене пулăшма пултарни, вĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшни пархатарлă япала тесе шутлатăп. Пациентсем тав сăмахĕ каласан вара татах та кăмăл çĕкленет, ытларах тăрашса ĕçлес килет», – тесе пĕлтерет Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче «Земство фльдшерĕ» программăпа тăрăшакан çамрăк. Ялсенче ĕçлесе аталанас текен яш-кĕрĕме патшалăх та хавланатрать. Палăртса хăвармалла, çак пуçарупа Чăваш Енре пурĕ пĕрле 134 çамрăк тăрăшать, вĕсенчен саккăрăшĕ асăннă программăпа кăçал усă курма пуçланă.