Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Муркаш поликлиники хута кайрĕ

Чăваш Республикинче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ туллин пурнăçланса пырать. Унпа килĕшӳллĕн, хуласемпе муниципаллă округсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕкленеççĕ, поликлиникăсене çĕнетеççĕ.

Тĕплĕ юсав хыççăн Муркаш салинче поликлиника хута кайрĕ. Ĕçсене пĕлтĕр ака уйăхĕнчех пуçланă. 42 çул каялла купаланă икĕ хутлă çурта çĕнетме 22 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Халĕ сыватмăш кунне 600 çын таранах йышăнма пултарать.

– Çак больницăра питĕ килĕшет. Тухтăрсем пурте лайăх. Ман ача та педиатрсене юратать.

Тăватă çулхи ачипе Кристина Андреева Муркаш поликлиникине килнĕ. Шăпăрланăн сывлăхне тĕрĕслеттерет амăшĕ. Çĕнетнĕ поликлиникăра ачасен хăйсен уйрăмĕ. Вăл пĕрремĕш хутра вырнаçнă. Медицина пулăшăвĕпе кунта пилĕк пин ачана тивĕçтереççĕ.

ВАЛЕРЬЯН КОЧУГАЕВ: «Условисем килĕшеççĕ. Кунта эпир тахçантанпах çӳретпĕр, çуралнăранпах çакăнта çуралнă та. Килĕшет. Халь ак ремонт хыççăн вара кунта тата лайăх пулса кайрĕ. Малтан кунта кун пек кабинетсем пулман та хулари пек. Халь хитре».

Чăнах та, çĕнетнĕ поликлиника хуларисенчен пĕрре те кая мар. Вăл тултан та шалтан та тĕппипех улшăннă. Чӳречесемпе алăксене улăштарнă, тăрăна çĕнĕрен витнĕ. Çуртăн кăшкарнĕ ăшă тытакан тунă. Поликлиникăра çĕнĕ электричество хатĕрне, пушар алхасасран систерекен тытăма вырнаçтарнă. Сывлăх енчен хавшак çынсем пирки те манман. Вĕсем тайлăкпа пĕр чăрмавсăрах сыватмăша кĕме пултараççĕ.

ГАЛИНА ФЕДОТОВА: «Ремонт хыççăн диспансеризаци уйрăмĕ уçрăмăр. Диспансеризаци уйрăмĕнче пирĕн пациентсем электронлă çырăнса пĕр-ик кун хушшинче диспансаризаци тухма пултараççĕ. Мĕншĕн тесессĕн вăл диспансеризаци кабинетĕнче пирĕн ЭКГ та тăваççĕ, давлени та виçеççĕ, куç давленине те виçеççĕ, ӳпке ĕçленине те тĕрĕслеме пултараççĕ. Юнашарах процедруный кабинет пур. Çавăнтах юн параççĕ. Кирлĕ пулсан смотровой кабинета кĕрсе гинеколокпа консультаци илеççĕ».

Чир-чĕр тупса палăртсан вĕсене шута илеççĕ. Диспансеризацинче маммографпа та тĕрĕслеççĕ. Малтан ку хатĕр кунта пулман, Шупашкара кайнă. Поликлиникăра 30 ытла тĕрлĕ тухтăр ĕçлет. «Земство тухтăрĕ» программăпа та сыватмăша Гиппократа тупа тунисем килеççĕ. Кăçал Муркаш салинче поликлиникăн çĕнĕ корпусне çĕклеме палăртаççĕ. Ăна тума «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ пулăшмалла.