Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Пулăшма хăвăрт çитеççĕ

 

Чăваш Республикинчи васкавлă медицина пулăшăвĕн тытăмĕ талăкне икĕ пин шăнкăрав йышăнать. Гиппократа тупа тунисем палăртнă вырăна вăхăтлă çитме тăрăшаççĕ. Республикăра пурăнакансене хăвăртрах тата вăхăтра пулăшупа тивĕçтерме тимĕр ут юсавлă пулни пĕлтерĕшлĕ.

Чăваш Енре васкавлă медицина пулăшăвĕн 254 машинĕ шутланать. Регионта 102 шур халатлисен ушкăнĕ ĕçлет. Вĕсенчен 33-ĕшĕ Шупашкар хулинче, ыттисем муниципаллă округсенче. Вĕсем кашни кунах республикăра пурăнакансене пулăшма васкаççĕ.

НАДЕЖДА СОКОЛОВА: «Çак отдела пĕтĕм республикипех поступать шăнкăравлаççĕ. Операторсем шăнкăрава йышăнсан васкавлă пулăшу бригадисем кам патне каймаллине каяççĕ. Çавăн пекех çакăнта пирĕн отделта тухтăрсем пур. Пур тата фельдшерсем, вĕсем бригадăсем мĕнле хăвăрт тухса кайнине, адреса мĕнле хăвăрт çитнине тимлесе тăраççĕ».

 Палăртнă вырăна хăвăрт çитме нимĕн те чăрмантармалла мар – машинăсем çĕнĕ, шалта хăтлă. Çынна пĕрремĕш пулăшу пама вĕсене кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ. Тимĕр утсем вансан та васкавлă медицина пулашăвĕн кашни бригадин саппас машина пур. Эппин, шурă халатлисем палăртнă вырăна çитсе, çынна пулăшĕç. Çĕмрĕлнĕ машинăна та кĕске вăхăтрах «сыватса» кăларĕç. Вĕсене юсама саппас пайсем çителĕклĕ. Васкавлă медицина пулăшăвĕсен паркĕ тăтăшах çĕнелсе тăрать. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче республикăна 12 вĕр çĕнĕ машина килнĕ. Вĕсене пĕчĕк хуласенче тата ялсенче усă кураççĕ. Кăçал тата тăватă çĕнĕ тимĕр утпа пуянланнă васкавлă медицина пулăшăвĕсен автопаркĕ. 

 



19 апреля 2023
11:54
Поделиться