Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Хамăрăн çĕршывра туса кăларнă оборудовани пулăшать

Коронавирус инфекцийĕ çинчен халĕ сахалрах калаçаççĕ пулсан та, çак амак хăй çинчен çав-çавах аса илтерет. Уйрăмах «COVID-19» диагнозпа йывăр чирлесе ирттернисем сывлăх хавшанине туяççĕ. Вĕсем валли Чăваш Енри больницăсенче реабилитаци курсĕсем ирттереççĕ. Çакнашкал сиплев мелĕпе республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕнче ака уйăхĕнченех тивĕçтереççĕ. Шурă халатлă асамçăсем ĕçре хамăрăн çĕршывра туса кăларнă оборудованипе усă кураççĕ. Надежда Прокопьева кăшăллă вирус инфекцийĕпе нарăс уйăхĕнче чирлесе ирттернĕ. Хăрушă амак ӳпкене ярса илсе 50 процента яхăн хавшатнă. Шел пулин те, стационарта сипленнĕ хыççăн та, чир паллисем çухалман. Çавăнпах Надежда реабилитаци тухма шухăшланă. НАДЕЖДА ПРОКОПЬЕВА: «Магнитпа сиплерĕç. Ман çурăм ырататчĕ чĕркуççисем, унтан психологпа калаçнă. Çывăрма япăхрахчĕ. Хамăр çĕршыври оборудованиех мана вăл питĕ лайăх пулăшрĕ тесе шутлатăп. Ытти ют çĕршывсенчи оборудованисемсĕрех». Галина Скрипкинăна та кăшăллă вирус пăрăнса иртмен. Чирлесе ирттернĕ хыççăн вăл чылай вăхăт пилĕк-çурăм ыратнипе нушаланнă. ГАЛИНА СКРИПКИНА: «Паян магнит тăватăп халь. 4-мĕш кун. Хама питĕ лайăх туятăп. Сиплекен аппаратсене эпĕ сывлăхшăн лайăх тесе шутлатăп». Кăшăллă вирус чирне йывăррăн тӳссе ирттернисене республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕнче тĕрлĕ енлĕн пулăшу кӳреççĕ. Çак шутра лазер, УВЧ-терапи, магнит хатĕрĕсемпе ирттерекен сиплев, массаж тата ытти те. Оборудованисен 94 процентне – хамăрăн çĕршывра туса кăларнă аппаратсем йышăнаççĕ. ОЛЬГА СТЕПАНОВА: «COVID станционарĕнче чирлисене кислородпа тивĕçтерекен оборудование те çĕршывра туса кăларнă. Вĕсене Хусантан, Мускавран, Питĕртен, Рязаньтан кӳрсе килеççĕ». «Коронавирус çаклатнисене те, çак чир хыççăн реабилтаци тухакансене те Раççейре туса кăларакан оборудованипе сиплеме меллĕ», – палăртаççĕ тухтăрсем. Сăмахран, техника кăлтăксем сиксе тухсан та вĕсене самантрах юсама пулать. Çитес вăхăтра госпиталь реабилитаци ирттермелли тепĕр оборудованипе те пуянланмалла. Палăртмалла, СOVID хыççăн ирттерекен сиплевĕн тĕп тĕллевĕ – пациентсене малтанхи пурнăç йĕркине тавăрасси. Паха оборудованисемпе ăста тухтăрсен тăрăшăвне кура çак пулăшăва госпитальте хальлĕхе 40 ытла çын тивĕçме ĕлкĕрнĕ. Юлия Адюкова, Анна Цинтовская, Юрий Марков