Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Екатерина Майкова- çамрăк тухтăр

«Земство тухтăрĕ» программа ялти сиплев учрежденийĕсене вун-вун çамрăк специалиста явăçтарма май парать. Чăваш Енре асăннă программа ĕçлеме пуçланăранпа республикăра 519 сывлăх сыхлавçипе килĕшӳ тунă. Канаш районĕн тĕп сыватмăшĕнче, тĕслĕхрен, асăннă программăпа 2012-мĕш çултанпа  65 тухтăр ĕçе вырнаçнă. Вĕсенчен пĕри - Екатерина Майкова травматолог-ортопед.