Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Асăрханăр, миокард инфаркчĕ

Чĕрепе юн чирĕсем анлă сарăлнă май миокард инфаркчĕпе вилекенсем йышлă. Асăннă амак аслă ӳсĕмрисене те, çамрăксене те аптăратать. Чăваш Енри кардиодиспансер тухтăрĕсем çулталăкра 3 пин ытла операци тăваççĕ. Миокард инфаркчĕн сăлтавĕ мĕнре-ши? Ăна мĕнле палăртмалла? Чире сирме пулать-и? Кун пирки кардиологсем каласа кăтартаççĕ.