Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Районта - сывлăх сыхлавĕн министрĕ

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлăва хутшăннă.

Унта умра тăракан чи çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă. Çав шутра муниципалитет территорийĕнче коронавирусăн çĕнĕ инфекцийĕ сарăлассипе çыхăннă лару-тăрăва тишкернĕ, граждансене, хушма хуçалăх тытса пыракансене сăвăнакан ĕнесене усранă чухне тухакан тăкаксене саплаштарма уйăракан субсиди парассине тишкернĕ, вырăнти пуçарупа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртессине çĕкленĕ тата ытти те.

Владимир Степанов район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕп больницăна çитсе коллективпа тĕл пулнă.

"Эсир пандемие хирĕç кĕрешсе пысăк ĕç тăватăр, паттăрлăх кăтартатăр. Врачсене, медицина сестрисене, санитарсене, васкавлă пулăшу водителĕсене кулленхи çăмăл мар ĕçшĕн тав тăвас килет", - тенĕ министр. Район больницин 3 ĕçченне "Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул" медальпе наградăланă. Çавăн пекех республикăри сывлăх сыхлавне 2020-2024 çулсенче аталантармалли çул-йĕре тишкернĕ.

Район больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков район халăхне медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕç мĕнле пыни çинче чарăнса тăнă. Гинекологи, хирурги, неврологи тата ытти енĕпе район больници кỹршĕллĕ Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче пурăнакансене те пулăшу парассипе ĕçлет. "Ку чухнехи пурнăç паха медицина пулăшăвĕ пама ыйтать. Çавна май врачсене ĕç условийĕпе те тивĕçтермелле. Çĕнĕ оборудованисем (вăл шутра компьютерсем) кирлĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçламалла. Çĕнĕ зданисем тумалла. Паянхи фельдшерпа акушер пункчĕсене ĕçе кĕртмелле тата ытти те. Пирĕн ĕçченсем умри тĕллевсене пурнăçласса шансах тăратăп", - тенĕ Николай Антонович.



07 июля 2020
13:36
Поделиться