Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Фельдшер çула васкать

Икĕ çул каялла республикăра «Ялти фельдшер» программа ĕçлеме пуçларĕ. Çак таранччен Чăваш Енре 60 ытла фельдшер хăйĕн кĕсйине 500 пин тенкĕлĕх хулăмлатма пултарчĕ. Тĕрев укçине илекенсем фельдшерпа акушер пункчĕсенче, васкавлă пулăшура тăрăшаççĕ.